Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин ҫынсене ыйтӑвӗсене хуравламалла. Унчченхи ҫулсенче, уйрӑмах пӗлтӗр, халӑхпа ирттернӗ тӳрӗ эфира ҫынсем ырласах йышӑнманччӗ. Крымпа Раҫҫей пӗрлешнӗ хыҫҫӑн Путин рейтингӗ халӑхра ӳсрӗ. Ҫавӑнпа та тӳрӗ эфирта вӑл мӗн пирки чарӑнса тӑрассипе кӑсӑкланса кӗтнине чылай ҫын палӑртать.
Чӑваш Ен ҫыннисем мӗн пирки кӑсӑкланма пултарасси «Правда ПФО» сайт пуҫ ватать. 2013 ҫулта Раҫҫейӗн Президенчӗн йышӑну пӳлӗмне 2218 ҫыру кайнӑ, 2012 ҫулта — 1088. 2201 ыйту пирки ӑнлантарса панӑ, 344-шне татса панӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 473 ҫыру ӑсатнӑ, вӗсенчен 87-шне татса панӑ.
Путин патне яракан ҫырусем пирки каласан, пӗлтӗр __Пӑрачкав__ ҫыннисем Путин патне ялта фельдшер кирлӗ тесе пӗлтерме хӑтланнӑ иккен. Кӑҫал вара уйрӑм усламҫӑсем суту-илӳ сечӗсем ытла нумай тесе ҫӑхавласшӑн. Пирӗн Пӑрачкавра пӗчӗк услам никама та кирлӗ мар-шим тесе теҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем.
__Ҫӗнӗ Шупашкарта__ пурӑнакан Андрей Семенов пенсионер Раҫҫей правительстви ют ҫӗршыв банкӗсене хывнӑ укҫа-тенкӗпе мӗн пуласси пирки пӑшӑрханать иккен. Вӗсене хамӑр ҫӗршыва тавӑрсан аванрах мар-ши? Ан тив, ҫав кӗмӗл хамӑр патра тупӑш кӳтӗр тесе шухӑшлать иккен Ҫӗнӗ Шупашкар ватти.
__Канашра__ пурӑнакан Николай Петров ятлӑ ватӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ пулассипе пулмассине ыйтса пӗлесшӗн иккен.
Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫавӑн пекех коррупципе ҫыхӑннӑ темӑна хускатасшӑн имӗш.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |