Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Пӗтӗм вырӑс диктантне ҫырнӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре вӑл пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ. Унта 1000 ытла ҫын хутшӑнни йӗркелӳҫӗсемшӗн те кӗтменлӗх пулнӑ. Кӑҫалхи диктант епле иртнӗ-ши?
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал диктанта ҫын сахалрах хутшӑннӑ. __Шупашкарта__ — 468 ҫын, __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ 40 ҫын ҫырнӑ. Пӗтӗмпе унта 508-ӑн хутшӑннӑ.
Шупашкарти Мускав район администрацийӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологӗсем ӗҫсене тӗрӗслеҫҫӗ. Паян е ыран кӑтартусем паллӑ пулӗҫ. Ӑна totaldict.ru сайтра пӗлме май пур. Е преподавательсемпе консультаци иртнӗ вӑхӑтра кашниех хӑйӗн ӗҫне акан 21–23-мӗшӗсенче 18 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен асӑнмалӑх илсе кайма пултарать. Адрес: ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗ (Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт), 5-мӗш хут, 523-мӗш пӳлӗм.
Пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ тата ҫӗнтерӳҫӗсен чыславӗ ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулӗ.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |