__Тӑвай районӗнчи__ Енӗш Нӑрваш ялӗнче историпе асӑну музейӗнче чӑвашсен паллӑ кӳлепеҫи Алексей Петрович Майраслов ҫурланӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлнӑ.
Куравра — кӳлепеҫӗн 23 ӗҫӗ. Алексей Майрасловӑн пурнӑҫне музей архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем, ытти материалсем уҫса параҫҫӗ. Курав пултаруллӑ кӳлепеҫӗн ӗҫтешӗсем, тус-юлташӗ, тӑванӗсем ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Майрасловӑн пултарулӑхне килӗштерекен ҫынсем айккинче юлман. Курава килнисен йышӗнче — ЧР Ӳнерҫӗсен союзӗн членӗ, кӳлепеҫӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Кузьмин, Анна Брагина ӳнерҫӗ, Николай Федотов живописҫӑ, «СВ-Пресс» издательство ушкӑнӗн директорӗ Александр Вражкин, Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн режиссерӗ Станислав Васильев, «Аксар» студин директорӗ Алексей Иванов тата ыттисем те.
Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петров ку мероприяти питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Музей заведующийӗ Владимир Петров Алексей Майрасловӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ скульптура палӑкӗсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ. Унтан курава килнисем Алексей Петровича аса илнӗ. Шупашкарти делегаци музее Петр Пупинӑн пӗр ӗҫне — пӑхӑртан тунӑ «Колесо жизни» (чӑв. «Пурнӑҫ урапи») — парнеленӗ. Енӗш Нӑрвашри информаципе культура центрӗн ӗҫченӗсем пурне те Культура ҫулталӑкӗпе саламласа темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |