__Вӑрнар районӗнчи__ __Санарпуҫ__ ялӗнчи драма ушкӑнӗ ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче __Ефим Никитин__ пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Хуняма» постановкӑна __Ҫӗпрелте__ кӑтартнӑ. Ҫак спектакльпех вӗсем нумаях пулмасть Санарпуҫ клубӗн сцени ҫине тухнӑ. Ун чухне зала халӑх лӑк тулли пухӑннӑ.
Ушкӑн спектакле тӗплӗн, темиҫе уйӑх хатӗрленнӗ. Ҫакна Депутатсен пухӑвӗн Санарпуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗ Татьяна Михайлова пуҫарма сӗннӗ. Вӑл хӑй те рольсенчен пӗрине калӑпланӑ. Илемлӗх ертӳҫи Елена Михайлова та роле чунран вылянӑ.
Санарпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Оксана Александрова, Калининӑри РайПора ӗҫлекен Наталья Филиппова, Светлана Антонова библиотекарь, васкавлӑ медпулӑшун фельдшерӗ Валентина Дмитриева та спектакле хутшӑннӑ. Декорацисене культура учрежденийӗн директорӗ Маргарита Горшкова хатӗрленӗ.
Спектакль сюжечӗ кашнине ҫывӑх. Унта аслӑ ӑрурисемпе ҫамрӑксен хутшӑнӑвӗ пирки. Куракансем геройсемпе пӗрле куляннӑ, савӑннӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=59&type=news&id=2755644|**Сӑнсем**__ (10)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |