Ӗнер, акан 14-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн йышӑну тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ярса паракансем паян та пулчӗҫ — вӗсене те кӗртрӗмӗр. Пурӗ ҫапла 160 ӗҫе яхӑн пухӑнчӗ. Вӗсенчен 100 ытла видеосӑвва ӗнерпе паян кӗртрӗмӗр.
Кӗскен ҫапла пӗтӗмлетме пулать. Тӗрлӗ тӑрахсенчен хутшӑнчӗҫ. Пире уйрӑмах, конкурса __Тутарстанри__ чӑвашсем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пани савӑнтарчӗ. Вӗсене ятарлӑ ҫырупа пӗлтермен пулин те кӳршӗллӗ республикӑри виҫӗ районтан вуншар ӗҫ килчӗ. Чӑваш Енрен те видеосӑвӑсем тӗрлӗ тӑрӑхсенчен ҫитрӗҫ: Муркаш районӗнчен, Шупашкар районӗнчен, ҫавӑн пекех Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Елчӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Красноармейски, Тӑвай, Канаш, Йӗпреҫ районӗсенчен, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Ҫӗрпӳри шкулсенчен. Тӗрлӗ ӳсӗмрисем хутшӑнчӗҫ — 5 ҫулхи хӗрачаран пуҫласа ҫитӗнсе ҫитни таранах.
__«Чӑваш ачи сассуна пар!» видоесӑвӑсен конкурсӗ|«Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӑн__ йӗрки-шывӗпе (положенийӗпе) килӗшӳллӗн ҫӗнтерӳҫӗсене пирӗн акан 24-мӗшӗ тӗлне палӑртмалла. Ҫак куна кӗтнӗ майӑн эсир ытти хутшӑнакансен пултарулӑхӗпе паллашма пултаратӑр. Пӗтӗм ӗҫсен йышӗ кунта вырнаҫнӑ: __https://docs.google.com/spreadsheet/ccc?key=0At0n1_QN2b2UdE1BdDVORFZBRGZQUXB3WEFZZm1qNmc&usp=drive_web|docs.google.com/spreadsheet/ccc?key=0At0n1_QN2b2UdE1BdDVORFZBRGZQUXB3WEFZZm1qNmc&usp=drive_web__ (Google Docs хатӗрпе усӑ курса хатӗрленӗ)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |