Юлашки вӑхӑтра «рак» сӑмаха час-часах илтме пуҫларӑмӑр. Унта пӗри ракпа вилнӗ, кунта тепри ракпа вилнӗ теҫҫӗ те, ҫапла хӑрушӑ диагноз лартни хӑш-пӗр ҫынна ҫапса та хуҫма пултарать. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енре, акӑ, «усал шыҫӑ» диагнозлӑ 22,2 пин ытла ҫын диспансер учетӗнче тӑрать иккен. Вӗсенчен 60 проценчӗ — хӗрарӑмсем.
Усал чир ятне илтнипе хӗрарӑмсем ан хуҫӑлччӑр тесе Республикӑн онкологи диспансерӗнче психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен центр уҫӑлни пирки __/news/5352.html|эпир пӗлтернӗччӗ__. Унта нумаях пулмасть пӗрремӗш заняти иртнӗ. Занятие пухӑннисем кӑкӑр ракӗ пирки калаҫнӑ. Онкодиспансерӗн психологӗ Татьяна Владимирова та, Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗн ертӳҫи Ольга Зайцева та рак приговор маррине, ӑна сиплме май килнине палӑртнӑ.
Хӗрарӑмсене пулӑшу кӳрекен центр Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ диспансерти 223-мӗш пӳлӗме йыхравлать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 62-96-50. Центр вырсарникунсӑр пуҫне эрнипех ирхи 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен йышӑнать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |