__Шӑмӑршӑ районӗнчи__ «Ромашка» ача-пӑча пахчине ҫӳрекенсем хӑйсен воспитателӗпе пӗрле нумаях пулмасть шӑматкунлӑха тухнӑ. Вӗсем хӑйсен вӑйӑ лаптӑкне тирпейленӗ.
Пӗчӗкскерсенчен хӑшӗсем шӑпӑр тытса шӑлнӑ, теприсем кӗреплепе туранӑ, виҫҫӗмӗшсем типӗ туратсене пуҫтарнӑ. «Ӗҫсӗр никам та тӑман», — тесе пӗлтерет ача пахчи. Пӗрле ӗҫлени, воспитательсен шучӗпе, хӑй тӗллӗнлӗхе, яваплӑха, йӗркелӳллӗхе, дисциплинӑна хӑнӑхтарать.
Ҫапли ҫаплах пуль-ха. Анчах шӑпӑрлансене ӗҫлеттерме юрамасть тесе прокуратура тӑрӑнмасан юратчӗ ӗнтӗ вӗсене. Ара, халь саккунӗсем ӗлӗкхи мар вӗт. Урок вӑхӑтӗнче ӗҫлеттерни вӗренӳ процессне татни пулать-мӗн. Тата ҫула кура кӑна ӗҫлеттермелле. Пӗчӗкреххисене ашшӗ-амӑшӗ ирӗк памасӑр тар кӑларттарни йӗркеллӗ мар, опекӑпа попечитель органӗ ирӗк пани таранах кирлӗ теҫҫӗ те...
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |