__Пӑрачкав районӗнчи__ аграрисем республикӑра пуринчен малтан акана тухнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. Унти «Никулинский» ял хуҫалӑх кооперативӗн механизаторӗсем Дмитрий Волковпа Александр Быков урпа акма тытӑннӑ. Хальлӗхе вӗсем 45 гектар ҫинче акнӑ.
Кооператив пӗтӗмпе вара ҫуртрисене 490 гектар акасшӑн. Ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлама майсем пур тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӑрлӑх ака стандартне ларнӑ иккен. Ӑна ҫӗнетме элитӑллӑ вӑрлӑх 20 тонна туяннӑ. Ака техникине вӑхӑтра юсаса ҫитернӗ. Ҫунтармалли-сӗрмелли материал енчен те хӗсӗк мар.
Пӑрачкав районӗ кӑна мар, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ те (вӑл та акса-лартса тӑвать) акана тухнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл ӗнер пуҫланӑ. Унта та урпа акаҫҫӗ. Вӑрнарсем вӑрлӑха, техникӑна тата хире ҫветить тусах, молебен вуласах тытӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |