Акан 25-мӗшӗнче Ача-пӑча вулавӑшӗнче «Библиосумерки — 2014» пулӗ. Мӗнле акци ку? ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна кӗҫӗн тата вӑтам ӳсӗмрисем валли хатӗрлӗҫ. Ӑна «Кӗнеке тӗнчинчи ҫулҫӳрев» девизпа килӗшӳллӗн ирттерӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» вулавӑш алӑкӗнчен кӗрсенех пуҫланӗ. Ачасем лаша утланса чупӗҫ. Чи пӗчӗккисене вара пони ярӑнтарӗ. Вулавӑшра шӑпӑрлансене юмахри паттӑрсем, тӗлӗнмелле тӗнче, вӑйлӑ тата хӑюллӑ сӑнарсем, аякри ҫӗршывсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Ачасем интерактивлӑ фольклор вӑййисене хутшӑнӗҫ, ташлӗҫ, юрлӗҫ… Вырӑссен ваттисен сӑмахӗсене, тупмалли юмахсене ытларах пӗлекенсене ача-пӑча ҫыравҫин Галина Белгалисӑн икерчисемпе сӑйлӗҫ.
Улӑп ҫӗрӗ ҫинче ачасем чӑваш культурипе — кӗввипе, чӑваш наци тумӗпе — паллашӗҫ. Хӑнасем чӑваш ҫӗрӗн илемлӗхне курма, чӑваш халӑх уявӗсене — Сурхурие, Ҫӑварнине, Уява — хутшӑнма, наци ҫимӗҫӗсене хатӗрлеме пултарӗҫ, чӑваш ҫыравҫисемпе Светлана Гордеевӑпа тата Валерий Кошкинпа тӗл пулӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» Чунга-чанга утрав ҫинче малалла тӑсӑлӗ. Ачасем Африкӑна ҫитӗҫ, викторинӑна хутшӑнӗҫ. «Babiki» пуканесен тӗнчинче шӑпӑрлансем «Тӗнчери халӑхсен пуканисем» чӗрӗлнӗ кӗнеке» театр представленине курӗҫ.
«Библиосумерки» хӑнисем «Шерлок Холмс тата Доктор Ватсон йӗрӗ тӑрӑх» литература вӑййине, «Балран дискотека таран» («Кӗлпике» юмах тӑрӑх хатӗрленӗ) ташӑ программине, «Хӗрлӗ Калпак» театр представленине тата ыттине хутшӑнма пултарӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» вӑрттӑнлӑх пытаракан Китайра вӗҫленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |