«Сӑмса айӗнчи курӑнмасть» теҫҫӗ-и-ха? Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев __Ҫӗнӗ Лапсарта__ пулнине хирӗҫлени тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Унта вӑл Пӗрлехи информаци кунне ирттернӗ май ӗнер ҫитнӗ.
«Сӑмса айӗнчи» ҫав поселокра ыйтӑвӗсем ҫук мар иккен. Сӑмахран, Совхоз тата Дубравнӑй урамсенчи нумай хваттерлӗ 19 ҫурта тытса тӑракан «Лапсарская» управляющи компани ресурспа тивӗҫтерекен организацисен умӗнче 11 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ иккен. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанине Элтепер ҫынсен ҫӑхавне вӑхӑтра ӑша хывма хушнӑ. Хваттер укҫине вӑхӑтра тӳлеменнисемпе епле ӗҫленипе те кӑсӑкланнӑ.
Ишӗлекен ҫурт-йӗртен ҫынсене куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ. Акӑ, унти совхоз урамӗнчи 2/2-мӗш ҫуртра пурӑнакансен ыйтӑвне тӗплӗн тишкерме хушнӑ. Кӗр ҫитиччен урамри юпасем ҫине хунар ҫакма та республика Пуҫлӑхӗн хушма тивнӗ.
Ҫӗнӗ Лапсара ҫитнӗ май хулан тӗп пульницин уйрӑмне, пуҫламӑш шкула — ача пахчине, ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне, вӑтам шкула кӗрсе тухнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=top&id=2758853|**Сӑнсем**__ (41)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |