Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн литературӑпа ӳнер пайӗнче паян «Тӑван кӗтесре» курав уҫӑлнӑ. Тӑмран хатӗрленӗ экспозицисен авторӗ — Чӑваш Республикин халӑх ӳнер промыслисен ӑсти, Чӑваш Енӗн Ремесленникӗсен гильдийӗн тата Чӑваш художникӗсен союзӗн членӗ Валентина Попова. Курава «Культура урлӑ — пӗрлӗх» ятпа иртекен наци культурисен фестивалӗпе ҫыхӑнтарса уҫнӑ. Куравра пӗчӗк хурӑмлӑ сюжет кӳлепесем, тӑмран тунӑ панно, шӑхличсем вырӑн тупнӑ.
Валентина Попова — тӑмран халӑх пуканине хатӗрлекен сайра ӑстасенчен пӗри. Пултурлӑхра вӑл чӗрӗк ӗмӗр ытла тӑрӑшать. Унӑн самай ӗҫӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче упранать.
Ӑстан ӗҫӗсенчи чылай ярӑм чӑваш ялӗнчи пурнӑҫпа йӑла-йӗркене, чӑваш культурине кӑтартать. Тӗп ӗҫӗсен шутӗнче «Вырма», «Лармара», «Юмахра», «Каҫ», «Хӗрӳ йӑла», «Кӑкшӑмлӑ хӗр», «Лупас айӗнче», «Салтак таврӑнни», «Чикӗ хӳтӗлевҫисем» ятлисене, тӗрлӗ шӑхличе асӑнаҫҫӗ.
Валентина Попова 1960 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче __Етӗрне районӗнчи__ __Вӑрманкас Асламасра__ ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче «Чӗрӗ тӑм» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн педагогӗнче тӑрӑшать.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=12&type=news&id=2758957|**Сӑнсем**__ (3)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |