Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫырнӑ Пӗтӗм вырӑс диктантне кӑҫал 508 ҫын хутшӑннине __/news/5555.html|маларах пӗлтернӗччӗ__. Ӑна Чӑваш Енре йӗркелекенсем — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ тата «Советская Чувашия» хаҫат — пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Пӗлтӗр диктантра тӑватӑ ҫын «5» паллӑ илнӗ пулсан кӑҫал ҫак палла иккӗн ҫеҫ тивӗҫнӗ. Вӗсем — __Тӑвай районӗнчи__ __Енӗш Нӑрваш__ шкулӗнче 11-мӗш класра ӑс пухакан Кристина Филиппова тата __Шупашкар районӗнчи__ __Мӑн Мамӑш__ шкулне пӗтернӗ, халӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Марина Осипова. Ҫакна та палӑртмалла: диктанта 11 ҫулти хӗрача та «5» палла ҫывӑх ҫырнӑ. Акцие Шупашкара Израильтен, Мароккоран, Туркменирен, Сирирен вӗренме килнӗ студентсем те хутшӑннӑ.
Диктант ҫырнӑ чи ҫамрӑк ҫын 8 ҫулта пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ӳсӗмне 70–79 ҫулсенче тесе палӑртнӑ. Кӑҫал Пӗтӗм вырӑс диктантне пӗтӗмпе 6 ҫӗршыври 352 хула хутшӑннӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, диктант ҫырнисен йышӗ икӗ хут — 64 пине яхӑн ҫын — ӳснӗ. 2000 яхӑн ҫын «5» паллӑ илнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |