Нумаях пулмасть Атӑлҫи халӑхӗсен культура эрнипе килӗшӳллӗн __Етӗрнери__ ача-пӑча вулавӑшӗнче «Шумбарт, Мордовия!» мордва культурин кунӗ иртнӗ. Унта Етӗрнери 3-мӗш шкулта 4«а» класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем Мӑкшӑ Республики ҫинчен юрланӑ, сӑвӑсем каланӑ.
Ачасем __Пӑрачкав районӗнче__ ҫуралса ӳснӗ Марина Ромашковӑпа тӗл пулнӑ. Мордва халӑх тумне тӑхӑннӑскер шӑпӑрлансене мордва чӗлхипе сывлӑх суннӑ, наци юррине шӑрантарнӑ. «Пысӑк ҫӗршывӑн пӗчӗк республики — Мӑкшӑ Республики» хӑтлав пӑхса ачасем мордва халӑхӗпе (мӑкшӑсемпе ирҫесем), унӑн йӑли-йӗркипе, культурипе паллашнӑ.
«Игриштя» (ҫуркуннене ӑсатни) мордва халӑх фольклор уявне хутшӑнса шкул ачисем ҫак халах фольклорӗ пирки пӗлнӗ. Ачасем модва халӑхӗн вӑййисене вылянӑ, тупмалли юмахсене пӗлнӗ, мордва халӑхӗн «Тилӗ тата Упа» спектаклӗ тӑрӑх хатӗрленӗ пукане театрне курнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |