ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурсра чи маттуррисене палӑртнӑ. Унта 5 ҫын кӗнӗ.
Вӗсем ҫаксем: __Кӳкеҫ__ лицейӗн вӗрентекенӗ Лилия Свинцова, __Комсомольски районӗнчи__ __Тукай__ шкулӗнче ӗҫлекен Гузель Хайртдинова, __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ 18-мӗш лицейре ачасене вӗрентекен Любовь Хованская, __Шупашкарти__ 40-мӗш шкул ӗҫченӗ Елена Комарова. Кусем — 25 ҫултан аслӑраххисем. 25 ҫултан кӗҫӗнреххисен йышӗнче __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ 19-мӗш шкул учителӗ Екатерина Матвеева кӗнӗ.
Вӗсем конкурсри пӗтӗмлетӳ тапхӑрне — уҫӑ дискуссие — хутшӑннӑ. Конкурс ҫӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен вӗрентекенсем заданисене сцена ҫинче ҫеҫ пӗлнӗ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫине ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |