Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче __Красноармейски районӗнче__ ҫамрӑк вокалистсен ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ артистне Виталий Петрова халалланӑ «Ҫурхи тумлам» конкурсӗ иртнӗ. Унта уйрӑм юрӑҫсем, дуэтсем, вокал ансамблӗсем хутшӑннӑ. Вӗсене ӳсӗме кура хакланӑ: 5–9, 10–13 тата 14–17 ҫултисем.
Пӗрремӗш ушкӑнра «Солистсем» номинацире II степень Диплома Руфина Сергеева (Алманч) тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑна Ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Даниил Михайлов тухнӑ.
Иккӗмӗш ушкӑнра «Солистсем» номинацире чи маттурри Анастасия Козлова (Ача-пӑча ӳнер шкулӗ) пулнӑ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Анастасия Никифорова тата __Кӗҫӗн Шетмӗри__ Екатерина Козлова 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Екатерина Алексеевӑпа Екатерина Козлова III степень Диплома тивӗҫнӗ.
Тепӗр ушкӑнра ҫак номинацирех Юлия Маслова (Кӗҫӗн Шетмӗ), Ксения Кравцева (__Красноармейски__), Анна Филиппова (Ача-пӑча ӳнер шкулӗн) малти вырӑнсене тивӗҫнӗ.
«Ансамбль» номинацире I степень Дипломпа «Кулӑ» (Ача-пӑча ӳнер шкулӗ) ансамбле чысланӑ. Геннадий Поповпа Валерий Яргонин дуэтне (__Чатукасси__) II степень Дипломпа хавхалантарнӑ. «Шӑпчӑк» (Кӗҫӗн Шетмӗ) тата «Хӗвел» (Чатукасси) ансамбльсем виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |