__Вӑрмар район__ администрацийӗн пуҫлӑхӗн Константин Никитин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тавралӑха тирпей-илем тата хӑтлӑх кӗртмелли уйӑхлӑха икӗ уйӑхах тӑсас тенӗ. Ӗнер, акӑ, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем алла кӗреҫе-шӑпӑр тытса урама тухнӑ.
Экологи шӑматкунлӑхне тесе пухӑннӑскерсем поселокӑн тӗп пайне илем кӗртессипе ҫине тӑнӑ. «Ҫанталӑкӗ те тата ӗҫлеме меллӗ пулчӗ: кунӗпех хӗвел пӑхрӗ», — теҫҫӗ унти тӳре-шара. Хӗл каҫипе пуҫтарӑннӑ ҫӳп-ҫап, йывӑҫ ҫулҫи самай пухӑннӑ. Бордюрсене те сӑрланӑ. Администрацире ӗҫлекенсем поселокри ытти ҫын та тирпей-илем кӳрес ӗҫе хастар хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=73&type=news&id=2761549|**Сӑнсем**__ (13)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |