__Вӑрмар районӗнчи__ __Тикаш__ ял тӑрӑхӗнче район администрацийӗн кунӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ кун пек мероприятие вырӑнти ял тӑрӑхӗсене пулӑшу кӳрессипе йӗркелеҫҫӗ иккен. Вырӑнсенче йӑнӑш тунине тупса палӑртассишӗн мар, асӑрхасан епле тӳрлетмеллине вӗрентессишӗн тесе ӗнентереҫҫӗ.
Ҫак эрнере районтан тӗп вулавӑшӑн методпай пуҫлӑхӗ Татьяна Федорова, райадминистрацин экономика, промышленноҫ тата суту-илӳ пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Альбина Ильина, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин опекӑпа попечитель секторӗн ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе ӗҫлекен тӗп специалисчӗ Людмила Павлова пырса ҫитнӗ. «Малтанах вӗсем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Валерий Черкасовпа кулленхи тата пӗтӗмӗшле ыйтусене сӳтсе яврӗҫ», — тесе хыпарлать ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Нарсов. Унтан хайхисем тӗрӗслеве тытӑннӑ. Районти вулавӑш ӗҫченӗ ялти вулавӑша хакланӑ. Экономика пайӗн специалисчӗ ялти лавккасенче потребительсен правине пӑснипе пӑсманнине тӗрӗсленӗ. Ҫул ҫитменисемшӗн яваплӑ ӗҫчен __Тикашри__ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. Унтан вӑл ял тӑрӑхӗн йӗркене пӑсассине хирӗҫ ӗҫлекен канашӗн ӗҫне пахаласа хӑш-пӗр асӑрхаттару тунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |