Пӗве ял ҫыннисемшӗн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чи малтанах вӑл — выльӑх-чӗрлӗхе шӑвармалли вырӑн. Хур-кӑвакал валли те пӗве кирлӗ. Пахча шӑварма та аван. Тата таса пулсан, шыва кӗме те лайӑх унта. Тепӗр тесен, халӗ йӗркисем ҫирӗпленчӗҫ те, унчченхи пек пур пӗвере те шыва кӗме юрамасть-ха. Пӗве-кӳлӗ хӗрринче «Шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапнине пиртен кашниех асӑрханӑ-тӑр. Ҫыннисем ҫапах чӑмпӑлтатаҫҫӗ-ха. «Шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапни вара ял тӑрӑхӗсем хӑйсене страхланине пӗлтерет ӗнтӗ. Ишмелли саккунлӑ вырӑн тӑвас тесен пӗве-юханшыва вӗсен шыв пахалӑхӗ, тарӑнӑшӗ тата ытти енпе тӗрӗслемелле, ҫыран хӗрне хӑйӑр пырса тӑкмалла. Ҫак ӗҫ пӗтӗмпех укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ-ҫке. Сахал мар «кӗмӗлпе». Ун пек аппаланиччен яваплисем чару палли ҫакса хураҫҫӗ те инкек-синкек пулсан ӗҫлесе ҫитереймен тесе вӗсене никам та айӑплаймӗ.
…Юрӗ, ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр. Пӗве-кӳлле тытса тӑрассине ҫапах та хӑй еккипе ямалла мар ӗнтӗ. __Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Тӑванкасси__ ял тӑрӑхӗнче нумаях пулмасть вӗсен тӑрӑмне тӗрӗсленӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И. Васильев, вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗсем Р.П. Арюхина тата А.П. Ташманова пӗве патне пыракан ҫулсене, пӗве хӗррисене пӑхса ҫаврӑннӑ, ӑҫта епле ӗҫ туса ирттермеллине палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |