Халӗ ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене ялсенчен ҫӳп-ҫап турттармалла тӑвасси пирки тӑтӑшах калаҫҫӗ-ха. Ялта кӑна-и, поселоксенчен те, тӳррипе, ку ӗҫе йӗркелеме ҫӑмӑл мар. Нумай хваттерлӗ пурӑнакансене коммуналлӑ пулӑшу тарифӗ шутне кӗртсе йӑпӑр-япӑр шутласа параҫҫӗ-ха. Анчах уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяша турттарнишӗн тӳлесшӗн мар. Ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусас мар тесе мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши вӗсем: ҫунтармаллине ҫунтаратӑп, урама нимӗн те пӑрахмастӑп теҫҫӗ, сӑмахран, хӑшӗсем. Ялсенче вара ӗлӗкхи йӑлапа ҫырмана йӑтаҫҫӗ. Чӑн та, ӗмӗртен ҫавӑн пек тунӑ та ним начарри ҫук пек туйӑнать-тӗр. Анчах маларах ҫӗршер ҫул ҫӗрмесӗр выртакан пластмасса савӑт-сапа йышшисем пулман. Хутаҫӗсем те ун чух хутранччӗ. Кӗленче савӑт-сапана лавккасем пухатчӗҫ. Хутне те пуҫтарнӑ-ха.
__Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Юманай__ ял тӑрӑхӗ нумаях пулмасть ял ҫыннисене пӗр шухӑшлӑн пулса урама, кил умӗсене тирпей-илем кӳме чӗнсе каланӑ. Пухӑнса кайнӑ йӑлари хытӑ каяша машинӑпа ҫӳп-ҫап вырӑнне турттарса кайнӑ. Пӗтӗмпе 10 кубла метр пухӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |