Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернине тӗрлӗрен йышӑнакансем пуррине пытараймӑпӑр. «Вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнисене нимӗн те лекмен», — тарӑхаҫҫӗ ашшӗсемсӗр ӳснӗ, выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ вӑрҫӑ ачисенчен хӑшӗсем. Теприсене вара арҫын пуҫпа хӑйсен ӗмӗрне ирттермелӗх пӳрт лартайманни тӗлӗнтерет-мӗн. Виҫҫӗмӗшсене хӑйсен аслашшӗ-кукашшӗ пурӑннӑ чух ун пек саккун кӑларманни пӑшӑрхантарать. «Саккунне старикӗсем сахалланса юлнӑ хыҫҫӑн йышӑнчӗҫ», — теҫҫӗ ун йышшисем.
Мӗнех, мӗн чухлӗ ҫын, ҫавӑн чухлӗ чӑнлӑх теҫҫӗ те, кашни хӑйне май шухӑшлать-тӗр. Апла-и, капла-и, анчах вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли саккуна ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ-тӑк ӑна пурнӑҫа кӗртмеллех ӗнтӗ. Кун пирки __Элӗк районӗнче__ иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ вӑхӑтӗнче те калаҫнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхра ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмаллисене 194 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен 184-шӗн ыйтӑвӗ татӑлнӑ. Кам тӳпене кӗрсе ҫурт-йӗр тума хутшӑннӑ, кам хваттер туяннӑ. Хваттер уҫҫи лекессе хальлӗхе Элӗкри тата тепӗр 10 ветеран кӗтет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |