Ҫӗршыв шайӗнче «Ял территорийӗсене 2014–2017 ҫулсенче тата 2020-мӗш ҫулчченхи тапхӑрта ҫирӗппӗн аталантармалли» тӗллевӗлӗ программа вӑйра тӑрать. Программӑна республикӑра пурнӑҫа кӗртме кӑҫал федераци хыснинчен 406 пин тенкӗ тивӗҫмелле, 1,0 миллионне республика хыснинчен уйӑрмалла, вырӑнти хыснасенчен — 375 пин, уйрӑм усламҫӑсен тата ҫынсен кӗсйинчен 719 пин текнӗ кӑлармалла.
Программӑна кӗртмелли проектсене суйлаҫҫине Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта 17 ял тӑрӑхӗнчен килнӗ 18 проекта тишкернӗ. Министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ-экономика критерийӗсене уйрӑмах туллин тивӗҫтерекенсене суйланӑ. Кӑҫал пурнӑҫа кӗртмелли проектсен шутне Шупашкар районӗнчи __Кӳкеҫри__ «Бичурин пахчи» музейпа парк комплексӗ тата __Етӗрне районӗнчи__ __Мӑн Шемертенти__ Чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗ кӗнӗ.
Килес ҫул вара __Элӗкри__ культурӑпа кану центрӗ тата Красноармейски районӗнчи __Кӗҫӗн Шетмӗри__ шкул тавралли умӗнчи территорие хӑтлӑх тата тирпей-илем кӳме, Муркаш районӗнчи __Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнчи__ __Сыпайӗнче__ нумай ӗҫ тӑвакан стадион тума укҫа уйӑрӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |