Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ наци ӳнерне яланах пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ӳсекен ӑру чӑваш пукане ӳнерӗ урлӑ (фольклор, автор юмахӗсем, хальхи чӑваш драматургӗсен пьесисем) хайӗн тӑван тӑрӑхӗ пирки нумайрах пӗлет, чӑваш халӑхӗн чӗлхипе, литературипе, йӑлипе ҫывӑхрах паллашать. Чӑваш пукане театрӗ ҫулсерен «Чӑваш чӗлхин эрнине» хутшӑнать, ачасене чӑваш культурипе паллаштарма тӑрӑшать.
Хальхинче Пукане театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Чӑваш чӗлхин эрни умӗн наци постановкисене лартнӑ. Ака уйӑхӗн 15–18-мӗшӗсенче репертуарта чӑваш авторӗсен спектаклӗсем пулнӑ: Г.Азамӑн «Мулкач — ҫӗнтерӳҫӗ», Е.Лисинӑн «Хупах хӑлха Илюк». Ҫак кунсенче театр представленийӗсем Шупашкарти ача пахчисенче, вӑтам шкулсенче пулнӑ. Чӑваш чӗлхин эрнинче вара Пукане театрӗ пӗчӗк куракансене ҫӗнӗ спектакльпе савӑнтарӗ. Вӑл — «Атя, тилӗ, яра пар!» ятлӑ. Ӑна куракан епле йышӑннине хакламашкӑн спектакле икӗ ача пахчинче лартнӑ ӗнтӗ. Хулари 1-мӗш клиника пульницинче те унпа паллашни пирки __/news/5609.html|ӗнер кӑна__ эпир сире пӗлтертӗмӗр. Эппин, премьера сцена ҫине куракансен сӗнӗвӗсене шута илсе тухӗ.
Ака уйӑхӗн 22–26-мӗшӗсенче Пукане театрӗ Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисене, вӑтам шкулсене ҫитӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |