Нумаях пулмасть Кремль керменӗнче паллӑ поэт Расул Гамзатов 90 ҫул тултарнине тата Дагестан Раҫҫей йышне кӗнӗренпе 200 ҫул ҫитнине халалласа уяв иртнӗ.
Икӗ юбилее халалланӑ мероприятие Дагестан Республикин Президенчӗ Рамазан Абдулатипов, Раҫҫей тата Дагестан правительствин пайташӗсем, вырӑс ҫыравҫисемпе поэчӗсем, общество деятелӗсем, Мускавра пурӑнакан дагестанецсем, Расул Гамзатов пултарулӑхне килӗштерекенсем пухӑннӑ.
Ҫак уява Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков та хутшӑннӑ. Вӑл унта пушӑ алӑпа килмен: Расул Гамзатовӑн сӑвӑсен пуххине чӑвашла куҫарнӑ «Вучах умӗнче» кӗнекепе пынӑ. Ӑна Дагестан поэчӗ 90 ҫул тултарнӑ тӗле ятарласа __Валерий Туркай__ куҫарнӑ. Кӗнекене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ общество фончӗ чӑваш меценачӗ Петр Исли пулӑшнипе кӑларнӑ.
Хаклӑ парнене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Леонид Волков Расул Гамзатовӑн «Наверно, таков мой удел» сӑввине чӑвашла вуланӑ. Дагестан ҫынни ҫав сӑввах авар чӗлхипе, уява ертсе пыракан вырӑсла вуланӑ.
Леонид Волков «Дагестан» ПТРКна интервью панӑ, чӑваш тата Дагестан халӑхӗсен туслӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Расул Гамзатовпа __Андрян Николаев__ юлташсем пулнӑ. Космонавт Дагестан поэчӗн тӑван аулӗнче темиҫе хут та пулнӑ. Андриян Николаев — Махачкалан хисеплӗ ҫынни. Муса Манаров та Дагестан халӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл — лакец, Кавказ халӑхӗн ывӑлӗ. 2015 ҫулта 2000 ҫул тултаракан Дербент хули Атӑлҫи Пӑлхарпа суту-илӳпе экономика тӗлӗшӗнчен ҫыханнӑ пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |