__Ҫӗҫпӗл Мишши__ — чӑвашсен паллӑ поэчӗ. Вӑл 1899 ҫулта __Канаш районӗнчи__ Касаккасси ялӗнче (халӗ вӑл Ҫӗҫпел ятлӑ) ҫуралнӑ. Паллӑ поэтӑмӑрӑн сӑввисене халӑх халӗ те юратса вулать. Республикара Ҫӗҫпӗл Мишшине халалласа чылай мероприяти ирттернӗ. Кӑҫал чӳк уйахӗн 16-мӗшӗнче Михаил Кузьмин ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитет.
Ҫавна май __Канаш районӗнчи__ __Ҫӗҫпӗл__ ялӗнче «Ҫӗҫпӗл Мишши — чӑваш халӑхӗн чапӗпе мухтавӗ» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта — поэтӑн кун-ҫулӗпе паллаштаракан кӗнекесем. Кунтах «Пӗтӗмпех — Ҫеҫпӗл пирки» хаҫат-журнал статйисемпе паллашма пулать. Куравра «Хӗрӳллӗ поэт» сӑнӳкерчӗксен альбомӗ, «Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем» сӑвӑсен альбомӗ пур. Вӗсем ҫулсерен пуянланаҫҫӗ. Кунта Ҫеҫпӗл шкулӗн вӗренекенӗсем ҫырнӑ сӑвӑсем те ҫук мар.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |