Юлашки икӗ уйӑхра __Шупашкарта__ транспорта пневматика пӑшалӗнчен пени пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӑшалтан балкон ҫинчен персе темиҫе машинӑна сиенлетнӗ ҫынна тытса чарнӑ. Преступлени тунӑ вӑхӑтра ӑна тӳрех тупса палӑртма май килмен.
Йӗрке хуралҫисем ҫамрӑкскере ака уйӑхӗнче, нумаях пулмасть, тытса чарнӑ. Вӑл — 19 ҫулта, __Шупашкарта__ пурӑнать. Вӑл пневматика пӑшалне тата пульӑсене ҫав кун умӗн Ленин Комсомолӗн урамӗнчи суту-илӳ центрӗнче туяннӑ-мӗн. Хайхискер «тавара» тӗрӗслесе пахма шухӑшланӑ. Пӗр хӗр патне хӑнана пынӑ, балкон ҫине тухнӑ та ҫурт умӗнче ларакан темиҫе машинӑна пенӗ.
19 ҫулти каччӑ тӑватӑ машинӑна сиенлетнӗ. Пӗтӗмпе вӑл 80 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Халӗ ун телӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Каччӑ хӑйӗн айӑпне йышӑнман, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене пенине ҫеҫ ҫирӗплетет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |