__Чӑваш чӗлхи кунне__ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун палӑртасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. __Йӗпреҫ районӗнчи__ __Кӗлӗмкасси__ ялӗнчи «Теремок» ача пахине ҫӳрекен шӑпарлансем уява ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.
Ҫак мероприяти пӗчӗкскерсене воспитани парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать, наци культурине, халӑхне, чӗлхине юратма, хисеплеме вӗрентет.
Ача пахчин воспитателӗсем ачасене чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑл-йӗркипе паллаштарнӑ. Уявра чӑваш юрри-ташши янӑранӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш ташшисене ташланӑ, халӑх вӑййисене вылянӑ.
Мероприятире пурте чӑваш тумӗпе пулнӑ. Кашнин валли саккаспа ҫӗлеттернӗ. Пӗчӗкскерсем (ара, ку тума кашни кун тӑхӑнмастӑн-ҫке) хӑйсене тӗкӗр витӗр юратса сӑнанӑ.
Ача пахчин ӗҫченӗсем ҫак мероприяти ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тата пуянлатасса, шӑпарлансем чӑваш чӗлхипе, культурипе кӑсӑкланма тытӑнасса шанаҫҫӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=336&type=news&id=2760691|**Сӑнсем**__ (11)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |