ЧР Вӗренӳ министерствин «Эткер» центрӗнче ачасен «Ҫухатма юраманни пирки» экологи театрӗсен республика конкурсӗ иртнӗ.
Унта пӗтӗмпе Вӑрмар, Елчӗк, Красноармейски, Куславкка, Муркаш, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенечи, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 12 команда хутшӑннӑ.
Ача-пӑча ушкӑнӗсене жюри тӗрлӗ енчен хакланӑ: актер пултарулӑхне, жанрсене, тематикине, костюмсене. Эксперт комиссине командӑсен сценарийӗсем, ҫамрӑк артистсем тыткӑнланӑ.
Елчӗк районӗн шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ «Эксперимент» театр студийӗ республика конкурсӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Елчӗк шкулӗн ушкӑнӗн «Сказка о том, как Иванушка-дурачок святой источник в селе Яльчики защищал» (чӑв. ~~Айван Иван Елчӗкри сӑваплӑ ҫӑлкуҫа хӳтӗлени пирки калакан юмах~~) постановки жюри пайташӗсене килӗшнӗ. Театр студийӗн ертӳҫи — Валентина Сергеевна Мартынова.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |