Дача тапхӑрӗ пуҫланнӑ май хулаҫум пуйӑссемпе ҫӳрекен те йышланнӑ. Ҫавна май «Шупашкар — Канаш» ҫулпа ҫӳрекен пассажир пуйӑсӗсенче вакунсене нумайлатнӑ. Чукун ҫул ӗҫченӗсем 12 миллион компенсаци илӗҫ. Билет хакӗсем хальлӗхе малтанхи пекех: 10 ҫухрӑмшӑн 24 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Малашне Шупашкартан Канаша тунтикунран пуҫласа эрнекунччен 2 вакун ҫӳрӗ. Канмалли кунсенче — 3.
Аса илтерер: пӗлтӗр вакунсенче вырӑн ҫитменнипе дачӑна ҫӳрекенсем пӑлхав ҫӗкленӗ: рельссем ҫине ларнӑ та пуйӑса тапранса кайма чӑрмантарнӑ. Ун чухне вӗсене кирлӗ вырӑна автобуспа лартса янӑ. «Содружество» компани ертӳлӗхӗ кӑҫал кунашкалли пулмасса шанать. Вакунсенче вырӑн пурне те ҫитмелле-мӗн.
«Содружество» компанин __Канашри__ участокӑн пуҫлӑхӗ Владимир Горохов каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе ҫакӑн чухлӗ вакун хушни ҫителӗклӗ. Вокзал фойинче билет паракан 2 автомат вырнаҫтарнӑ, ҫавӑнпа черет тӑрса хӑшкӑлмалла мар. Ҫак хатӗрпе усӑ курма пӗлменнисене кассирсем пулӑшаҫҫӗ. Терминал тӑрринче унпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантарса ҫырнӑ. Дачӑна ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ — ватӑ ҫынсем. Анчах терминалпа усӑ курма йывӑр мар иккен. Шкул ачи е студент пуйӑспа каять тӑк терминалта билета йӳнӗрехпе илме пулать. Ҫумра студент билечӗ е шкултан панӑ справка ҫеҫ пулмалла. Пилӗк ҫул тултарманнисем тӳлевсӗрех ҫӳреҫҫӗ.
Анчах терминалӑн ҫитменлӗхӗсем те пур-мӗн. Елена Герасимова кассир каланӑ тӑрӑх, вӑл 500 тенкӗлӗх укҫана йышӑнмасть. Ҫавӑнпа 100, 50, 10 тенкӗлӗххисене чикме тивет. 50 пуса та йышӑнмасть.
Тепӗр тесен, дачӑна тӑтӑшах ҫӳрекенсене «Манӑн Чӑваш Ен» абонемент туянма меллӗрех. Унӑн хакӗ — 1 760 тенкӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |