Паян Чӑваш патшалӑх филармонинче 18:30 сехетре Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ 90-мӗш сезонне хупать. Концерт «Савӑнӑҫ юррисем» ятпа иртӗ, ӑна чӑвашсен паллӑ композиторӗ А.Шуҫӑм-Орлов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
__Аристарх Шуҫӑм__ — чӑваш композиторӗ тата дирижёр, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, ЧР халӑх артисчӗ, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ. __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Уйкас__ ялӗнче ҫуралнӑ.
Вӑл хор ушкӑнӗсене йӗркелсе палӑрнӑ. Вӗсен йышӗнче — патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, телекурав тата радиохыпрлав хор комитечӗ, «Нарспи» ансамбль тата ыттисем те. Вӑл ертӳҫӗ пулнӑ чухне Патшалӑх хорӗ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ пулса тӑнӑ. Вӑл 1933 ҫулта «Авӑнмасӑр, вӑй хумасӑр» халӑх юррине ҫӗнетсе композитор пек палӑрма тытӑннӑ. Вӑл — «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан» музыка камичӗн, «Шупашкарта» оперетта, «Ҫӑлтар витӗр ҫул» опера авторӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |