Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ ют чӗлхе вӗрентекенӗсем Раҫҫейри Британи ҫулне халалласа темиҫе мероприяти те ирттерчӗҫ. Акан 23-мӗшӗнче районти кашни шкул вӗренекенӗ пӗр-пӗр уяв пирки хӑтлав (презентаци) тӑрӑх, е кӗске спектакль кӑтартса, сӑвӑ-юрӑ юрласа Британи тата Америка уявӗ пирки каласа пачӗ.

Кӑҫал Вильям Шекспир ҫуралнӑранпа 450 ҫул ҫитет, __Хӗрлӗ Чутайри__ Татьяна Романова ун пирки каласа пачӗ, Шекспир сӑввине пӑхмасӑр вуларӗ. Роберт Бернс поэта халалласа чутайсемех ҫак уяв еплерех иртнине сӑнласа пачӗҫ, шотланди ташши, «Забыть ли старую любовь» Бернс сӑввисем вырӑсла тата акӑлчанла янӑрарӗҫ. Хрантсус чӗлхине вӗренекенсем Кристина Яхатина, Олеся Петрова тата Мария Филиппова Француз уявӗсемпе паллаштарчӗҫ. Лапаева Кристина Ҫветтуй Валентин уявӗ ирки каласа пачӗ. __Питӗркасси__ шкул вӗренекенӗ Павел Михуткин пурте юратакан Раштав — Christmas уявӗн Британири пулӑмӗсемпе паллаштарчӗ.

__Хусанушкӑнь__ вӗренекенӗ Марина Токшикова Пӗтӗм Тӗнчери Ҫӗр уявӗ пирки, Ҫӗр планетӑна упрасси пирки тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. __Штанаш|Штанашсем__ Кристина Иванова Британири Анне уявӗ тата Надежда Устинова Хэллоуин пирки каласа пачӗҫ. Хӗрачасем акӑлчан чӗлхине юратса вӗренеҫҫӗ, уявсем пирки илемлӗ хӑтлавсем хатӗрленӗ, текстне пӑхмасӑр калама вӗреннӗ. Пӑхӑнманлӑх куна Британире те, АПШра та уявлаҫҫӗ. Лариса Ванюшкина ку уяв пирки тӗплӗн паллаштарчӗ.

__Ҫӗнӗ Атикассинчи__ Валентина Петровна Чертовӑн хӗрӗ Америкӑна кайма пултарнӑ, вӑл хӑйӗн юратнӑ вӗрентекенӗ валли Америка ялавне сувенир парса янӑ. Валентина Петровна Хӗрлӗ Чутайри акӑлчан чӗлхи вӗрентекенне — Горбунова Галина Георгиевнӑна — ҫак сувенира парнелерӗ. Галина Георгиевна валли татах та парне пур иккен. Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкул хыҫҫӑн Оля Яшмейкина Хӗрлӗ Чутай шкулне ҫул тытрӗ. Оля кӑҫал Британире пулнӑ, хӑйне ют чӗлхе вӗрентнӗ вӗрентекенсем валли тӗрлӗ сӑнӳкерчӗксем чылай илсе килнӗ, Галина Зотова ҫак ӳкерчӗксен пуххине Галина Георгиевнӑна та парнелерӗ. Мӑн Этмен шкул вӗренекенӗсем Ҫуралнӑ кун уявне сӑнарласа пачӗҫ: хӑналанчӗҫ, акӑлчан ташшине ташларӗҫ, акӑлчан сӑвви-юрри янӑрарӗ. Атнарсем те вӗсенчен юлмарӗҫ, 6-мӗшсемпе 8-мӗшсем вӗсем Гай Фокс Кунне сӑнарласа пачӗҫ. __Тури Ҫӗрпӳкассинчи__ Татьяна Максимовӑпа Ирина Романова Тав кунне еплерех ирттерни пирки пӗлтерчӗҫ.

Ҫак кунсенче православи халӑхӗ Мӑнкун уявӗнче савӑнать. Британире те ку уява анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутайри 11-мӗш класра вӗренекен Татьяна Борисова телеертӳҫӗ ку уяв пирки пиллӗкмӗшсенчен интервью илчӗ, уяв пирки татах та нумай пӗлтӗмӗр.

Уяв ҫӳллӗ шайра, интереслӗ иртрӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын