Нумаях пулмасть __Патӑрьел район__ администрацийӗн вӗрентӳ, социаллӑ аталану, хыпарлавпа тивӗҫтерӳ тата архив ӗҫӗн пайӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн __Нӑрваш Шӑхаль__ вӑтам шкулӗнче 3–11 классем хушшинче «Сарпи вулавӗсем» пултарулӑх кунӗ иртрӗ.
«Уява чӑваш сӑвӑҫи, пирӗн ентеш Раиса Сарпи хутшӑнни конкурса хутшӑнакансене хавхалантарчӗ, савӑнтарчӗ», — хыпарлать район администрацийӗ.
Конкурса районти 18 шкултан ҫӗре яхӑн вӗренекен хутшӑннӑ. Ачасем __Раиса Сарпи__ сӑввисене чӑвашла тата вырӑсла илемлӗ вулассипе тупӑшнӑ. 3–4-мӗш классем хушшинче __Татмӑш__ шкулӗнчи Александр Михайлов (вӗрентекенӗ — В.В. Солдатова), 5–6-мӗш классем хушшинче __Пӑлапуҫ Пашьел__ шкулӗнчи Ксения Чернова (вӗрентекенӗ — В.И. Козлова), 7–8-мӗш классем хушшинче __Туҫа__ шкулӗнчи Ирина Захарова (вӗрентекенӗ — И.З. Табакова), 9–11-мӗш классем хушшинче __Патӑрьелӗнчи__ 1-мӗш шкулти Полина Ильичева (вӗрентекенӗ — В.Ф. Федорова) ҫӗнтернӗ.
«Раиса Сарпи сӑввисем тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑсем» номинацире 1-мӗш вырӑна Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Елена Адикина (вӗрентекенӗ — Н.И. Павлова) тивӗҫнӗ.
«Раиса Сарпи хайлавӗсене инсценировкӑласа кӑтартасси» номинацире те Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем палӑрнӑ. 5-мӗш класра вӗренекен пӗчӗк артистсем «Пукане» юмаха ӑста вылянӑ (пултарулӑх ертӳҫи — Н.И. Павлова вӗрентекен).
Ҫӗнтерӳҫӗсем пурте Патӑрьел районӗн администрацийӗн вӗрентӳ, социаллӑ аталану, хыпарлавпа тивӗҫтерӳ тата архив ӗҫӗн пайӗн дипломӗсене тивӗҫрӗҫ. Конкурса хутшӑнакансене Раиса Сарпи пурне те асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |