«Тӑван чӗлхене юратакансем — чӑн-чӑн телейлӗ ҫынсем. Вӗсем ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗнчен мӑнаҫлӑхне ӑнкарса чӑваш халӑх шӑпине, йӑли-йеркине, тӑван чӗлхен сапӑрлӑхне ӑша хываҫҫӗ, малалла пурӑнма вӑй-хал пухаҫҫӗ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ __Елчӗкри__ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем.
Тӑван чӗлхе эрнинче Елчӗкри тӗп вулавӑшра тӗрлӗ мероприяти иртет-мӗн.
Район шайӗнче ирттернӗ __чӑваш чӗлхин__ уявӗнче, сӑмахран, вулавӑш ӗҫченӗсем «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» анлӑ кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ. Куравра __Иван Яковлев__ чӑваш халӑхне пехиллесе хӑварнӑ чун халалӗ те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ, Халӑха ҫутта кӑларасшӑн пӗтӗм пурнӑҫне халалланӑ ҫын хӑйӗн тивлетне Турӑ ирӗкӗ пек ӑнланса чӑвашсене таса чунлӑ та мал туртӑмлӑ пулма пилленӗ-ҫке.
Тӗнчипех паллӑ ӑсчаха, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторне, Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче амаланса-аталанса ӳснӗ __Геннадий Волкова__ халалласа __Лидия Филиппова__ ҫырнӑ «Пророк земли чувашской» кӗнеке хӑтлавне те йӗркеленӗ.
Ҫавӑн пекех кӗнеке куравӗнче чӑваш чӗлхин пуянлӑхне уҫса паракан тӗрлӗ тӗпчевҫӗн, сӑмах ӑстин тата Елчӗк тӑрӑхӗнчи ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗпе паллашма май килнӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=79&type=news&id=2766221|**Сӑнсем**__ (34)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |