__Тӑвай районӗнчи__ __Ҫӑлпуҫ__ ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Ҫак тӗллевпе вӗсем хӑйсен укҫипе тата район администрацийӗ пулӑшнипе республикӑри питомниксенчен пӗринче улмуҫҫи хунавӗ туяннӑ. «Йывӑҫ ларт тата ӑна упра» акцие ирттернӗ май пӗр кунхине ял ҫыннисем пӗр шухӑшлӑн пулса йывӑҫ лартма тухнӑ. Улмуҫҫи кӑна мар, парк йӗри-тавра ҫӑлпуҫсем чӑрӑш, хыр тата ҫӑка хунавӗ лартса тухнӑ.
Ӗҫе тытӑннӑ-тытӑннах ҫынсем ялти ҫӳп-ҫапа та йӑлари хытӑ каяша пухакан ятарлӑ вырӑна турттарса кайма шут тытнӑ. Техника енчен Юрий Ларионов ял ҫынни хӑй тракторӗпе пулӑшнӑ.
Ӗҫ-пуҫа ял старости Анатолий Иванов йӗркеленӗ. Йывӑҫ лартма тата тавралӑха илем кӳме Людмила Щадрина, Людмила Васильева, Надежда Сидорова, Сергей Алексеев, Валентина Матвеева, Александр Никонов, ҫавӑн пекех Сидоровсен тата Михайловсен ҫемйисем хастар хутшӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ. | ||
| Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |