__Патӑрьел районӗнчи__ __Турхан__ ял тӑрӑхӗ __Упамса__ ял тӑрӑхӗн старостине Федор Белкова пысӑка хурса хаклать. Вӑл кӑна мар, республикӑра та вӑл палӑрнӑ теме юрать. 2013-мӗш ҫул ӗҫ кӑтартӑвӗпе иртнӗ конкурсра ӑна «Ялти чи лайӑх староста» номинацире палӑртнӑ. Сӑмах май, вӑл вырӑнти ял тӑрӑхӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ те.
Ял старости пулма ӑна ҫынсем 2007 ҫулта шаннӑ. Хастар ялта виҫӗ уйӑхра пӗр хутран кая мар пухусем ирттерет иккен. Унта вырӑнти ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Ял ҫыннисене йӗркелесе пынипе хӑш-пӗр ыйтӑва хӑйсен вӑйӗпех татма тивет, тепӗр чух вырӑнти ял тӑрӑхне те явӑҫтарма тивет. Сӑмахран, тавралӑха тирпей-илем кӗртмелле-и, йывӑҫ-тӗм лартмалла-и, ҫулла пушар хуралне йӗркелемелле-и, пӗвесене йӗркене кӗрмтелле-и — староста пӗр ӗҫрен те юлмасть.
Ял кунне йӗркелесси те Упамсара 1986 ҫултах ырӑ йӑлана кӗнӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн яла капӑрлатассипе йӗркелекен районти конкурса та упамсасем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Федор Александровичӑн килӗ пӗлтӗр те, кӑҫал та вӑл конкурсра чи лайӑххи шутне кӗнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |