Паян, акан 24-мӗшӗнче, ЧР наци вулавӑшӗнче ЧНК ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.
Ларӑва Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Петрович Станьял ертсе пычӗ. Чи малтанах вӗренӳ тытӑмӗнчи йывӑрлӑхсене ҫӗклерӗ. Хӑй хатӗрленӗ 8-мӗш класра чӑваш литературине вӗренмелли кӗнекене рецензентсем тиркесе тӑкнине сивлерӗ. Ҫак кӗнекенех 2003 ҫулта кӑларнӑ пулнӑ, ун чухне те рецензенчӗсем ҫавсемех пулнӑ имӗш. Анчах та малтан ырланӑ пулсан, хальхинче пичете тивӗҫлӗ мар тесе хак панӑ пулать — рецензентсене «ҫӗршыв» тата ытти сӑмахсене хальхи орфографи ыйтнӑ пек ҫырманни килӗшмен имӗш. Виталий Петрович каланӑ тӑрӑх ку пӗтӗмпех Юрий Виноградов хистенипе пулса тухнӑ. Ку ыйту хыҫҫӑн ача пахчисем тавра та, тӗн урокӗсене валли чӑваш литературин сехечӗсене илни пирки те, тӑван ен культури урокӗсене чакарни пирки те, вӗренӳ министерстви чӑваш чӗлхине вӗрентекенсене ачасен пӗлӗвне паллӑ лартса хаклама пӑрахма сӗннине те, чӑваш чӗлхипе экзаменсене пӗтерни пирки те калаҫрӗҫ. Ҫак пӗтӗм ыйтура — шкулсенче ачасене тӑван чӗлхерен сивӗтме, пӑрма тӑрӑшни сисӗнни пирки сӑмахларӗҫ.
Виталий Петрович ҫавӑн пекех Петр Краснов патне янӑ ҫыру ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн культура, вӗренӳ, ӑслӑлӑх, наципе ҫамрӑксен политикин комитечӗн Презседателӗ патне уйӑх каялла янӑ пулин те хурав халӗ те ҫук имӗш. Унта Виталий Петрович чӑваш чӗлхин орфографи ыйтӑвне хускатнӑ, кивӗ йӗркене тавӑрма, Ю.М. Виноградовӑн «партизанла ӗҫне» чарма ыйтса ҫырнӑ. Ҫӗнӗ орфографине хӑварас пулсан чылай кӗтесре те ҫакӑнса тӑракан Чӑваш Республикин Гимне те ҫӗнетме сӗннӗ — унта халь те «ҫӗршыв» сӑмаха кивӗлле ҫырнӑ имӗш (хальхилле Юрий Виноградов ку сӑмаха дефиспа ҫырма хистет — «ҫӗр-шыв»). Ҫавӑн пекех вӑл ҫырура чӗлхе политикипе, топонимикӑпа, орфографипе, терминологипе тӗлӗшӗпе чӑнах та ӗҫлекен комисси йӗркелеме сӗннӗ Виталий Петрович. Пётр Степанович патне янӑ ҫырура кунсӑр пуҫне пӗтӗм чӑваш хаҫачӗ А.П. Леонтьев аллинче пулнин сиенӗ пирки те асӑрхаттарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |