И.Я.Я.ковлев ячӗллӗ ЧППУра «Поэт, писатель, гражданин..» электронлӑ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш АССР халӑх поэчӗ, писатель, публицист, общество деятелӗ __Семен Васильевич Элкер__ ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Электрон документаллӑ курава ЧР Патшалӑх истори архивӗн ӗҫченӗсем Ҫемен Элкерӗн фончӗн хучӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӗсем ӑна студентсене, университет преподавателӗсене, патшалӑх архивӗсен ӗҫченӗсене кӑтартнӑ.
Ҫемен Элкер пурнӑҫӗнче литература пултарулӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Унӑн фондӗнче халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан тӗрлӗ документ пур. Ҫакна кура __Ҫемен Элкер__ чӑваш наци литератури аталанӑвне мӗн чухлӗ тӳпе хывнине хаклама пулать. Кӑсӑкла биографи, писателӗн пуян пултарулӑхӗ, обществӑпа политика пурнӑҫӗ… - пӗтӗмпех электрон кӗнекере пур.
Хӑтлавра истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультечӗн деканӗ А.Скворцова, ЧР Культура министерствин архив секторӗн заведующийӗ А.Абдюшев, ЧР Патшалӑх истори архивӗн директорӗ Г.Ертмакова хутшӑннӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ О.Скворцова __Петӗр Хусанкайӑн__ Ҫемен Элкере халалланӑ сӑввине вуланӑ, халӑх поэчӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Ҫемен Элкер хӑйӗн пурнӑҫне чӑваш халӑхне халалланӑ, чӑваш чӗлхине, культурине, йӑли-йӗркине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна нацист тесе айӑпланӑ.
Хӑтлав вӗҫӗнче историпе филологи факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем Ҫемен Элкерӗн сӑввисене вуланӑ. Студентсем тата хӑнасем Ҫемен Элкер фондӗнчи документсемпе кӑсӑклансах паллашнӑ. Вӗсен йышӗнче — поэтӑн ал вӗҫҫӗн ҫырнӑ хайлавӗсем, тӑванӗсен, юлташӗсен, вулакансен ҫырӑвӗсем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |