__Ҫӗрпӳ районӗн__ ачисем чӑваш наци костюмӗпе паллашнӑ. Районта Чӑваш чӗлхи кунне тата Культура ҫулталӑкне халалланӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче __Ҫӗрпӳ__ вулавӑшӗнче «Чӑваш наци костюмӗ» фольклор сехечӗ иртнӗ. Мероприятие хутшӑннӑ ачасем, Ҫӗрпӳри 2-мӗш тӳрлетекен шкулӗнче 9-мӗш «а» вӗренекенскерсем, электронлӑ хӑтлавпа паллашнӑ.
Вулавӑшӑн тӗп библиотекарӗ Галина Филиппова чӑваш халӑх тумӗн аталанӑвӗ, алки-вӑчӑри, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗренекенсем тумӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен пӗлнӗ. Мероприяти вӗҫенче «Чӑваш тумӗпе атӑ-пушмакӗ» тест ирттернӗ.
Ҫак мероприятие кӗҫӗн ӑрӑва чӑваш культурине, наци тумне, историне вӗренме илӗртес теллевпе йӗркеленӗ. Ӑна ирттерни харама кайман: ачасем ыйтусене хаваспах хуравланӑ, асӑннӑ темӑпа кӑсӑкланнӑ.
Наци костюмӗ — халах ӳнерӗн пӗр пайӗ, чӑваш историйӗн тата этника культурин хӑйне евӗр палӑкӗ. Наци тумӗ ӗлӗк-авалах «ҫуралнӑ», темиҫе ӗмӗр аталаннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |