Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ май __Куславккари__ музей ӗҫченӗсем ветерансем патне килӗсене ҫӳреҫҫӗ, вӗсен аса илӗвӗсене хут ҫине куҫараҫҫӗ. «Аса ил-ха, салтак» ятлӑ вӑл. «Эпӗ санпа, ветеран!» акци малалла пырать. Акцие «Ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне юрат, хисепле, хакла» девизпа килӗшӳллӗн иртет.
Ҫак кунсенче музей ӗҫченӗсем тыл ӗҫченӗ Алевтина Сергеевна Ефимова патӗнче пулнӑ. Ӑна Ҫуралнӑ кунпа тата ҫывхарса иклекен Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ.
96 ҫулти Алевтина Сергеевна нихӑҫан та ӳпклешмест, унӑн куҫӗсем яланах ҫиҫеҫҫӗ. Вӑл кирлӗ чухне канаш пама, хавхалантрама пӗлет. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче вӑл чылай йывӑр ӗҫе пурнӑҫланӑ. Халӑх ӑна районти ревизи комиссине суйланӑ. Ҫавна май тӗрӗслӗхе уҫӑмлатмашкӑн ялсем тӑрӑх ҫӳремелле пулнӑ. 1942–1944 ҫулсенче Алевтина Сергеевна РОНОра ӗҫленӗ, унтан райком партийӗн пропагадисчӗ пулнӑ. Агитбригадӑсем, концертсем йӗркелесе колхоз уйӗсене, клубсене ҫитнӗ, юрӑ-ташӑпа халӑха йывӑр вӑхӑтра хавхалантарнӑ.
Алевтина Сергеевна ачасене 37 ҫул вӗрентнӗ. 22 ҫул Куславккари 1-мӗш шкулта ӗҫленӗ. 1963 ҫулта вӑл Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ вӗрентекен ятне тивӗҫнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |