Сӗнтӗрвӑррисем «Чӑваш Республикин чӗлхе саккунне» тӗпе хурса пурӑнаҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн ачасене шкул ӳсӗмне ҫитиччен чӑвашла вӗрентмелле.
Нумаях пулмасть, __Чӑваш чӗлхи кунӗ__ умӗн, районти Культура ҫурчӗн чӑваш юррин халӑх хорӗ «Пилеш» ача пахчинче пулнӑ, пӗчӗкскерсене чӑваш халӑх юрри-ташшипе паллаштарнӑ. Роза Ракова ертӳҫӗ мультимеди слайчӗ пулӑшнипе юрӑ жанрӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Раков ертсе пыракан хор хӑна, туй юррисене шӑрантарнӑ, такмак каланӑ.
Ачасем те карталанса тӑрса вӗсемпе пӗрле ташланӑ. Мероприятире чӑваш композиторӗ А.Н.Тогаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине тӗпе хурса пысӑк вырӑн уйӑрнӑ. Интерактивлӑ пособисем пулӑшнипе ача пахчин педагогӗсем чӑваш чӗлхипе, унӑн историйӗпе, чӑваш ҫӗрӗн паллӑ ывӑлӗсен — Иван Яковлевӑн, Константин Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Никита Бичуринӑн — пурнӑҫӗпе ҫывӑхрах паллашнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |