Паян 13 сехетре Пӗтӗм чӑваш диктантне иккӗмӗш хут ҫырчӗҫ. Ҫак мероприятие пӗлтӗр пуҫланӑччӗ. Ун чухне 2 300 яхӑн хутшӑннӑччӗ.
Кӑҫал Марина Карягина хатӗрленӗ текста 3–4 вырӑнта (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче, Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче) тата ытти вырӑнсенче ҫырнӑ. Ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсене ҫитме пултарайманнисем тата республика тулашӗнче пурӑнакансем текста Чӑваш наци радиовӗн тӳрӗ эфирӗнче тата Чӑваш наци телекуравӗн тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ __http://www.youtube.com/watch?v=_iXwE9M2_jk|видео урлӑ__ итлесе ҫырма пултарнӑ.
Пӗтӗм чӑваш диктантне ирттерессишӗн кӑҫал __Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ__ яваплӑ пулнӑ. Унта илтнӗ калаҫусем тӑрӑх мероприяти пысӑк кӑлтӑксемсӗр иртнӗ. 15:00 сехетсем тӗлнелле йӗркелӳҫӗсем тӗрлӗ вырӑнта ҫырнӑ текстсене пухатчӗҫ, вӗсене И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ-на тӗрӗслеме илсе каятчӗҫ. Илтнӗ тӑрӑх ӗҫсене Шупашкар шкулӗсенче ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем тӗрӗслемелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |