Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗ «Ашшӗн кунне» патшалӑх уявӗ туса хурассине ырлать. Ӑна Канаш ӗҫ планне те кӗртнӗ. Республикӑра ҫак уява туни тӗрӗс тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫакна Ашшӗсен канашӗн президиум членӗ, __Шупашкар__ хулин депутачӗ Александр Андреев пӗлтернӗ.
Ҫак уява календаре кӗртес ыйтӑва пӗлӗрхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ Ашшӗсен канашӗн президиум ларӑвӗнче пӗрремӗш хут ҫӗкленӗ. Унта «Ашшӗн кунне» (ҫӗртме уйӑхӗ) тата «Асанне кунне» (юпан 28-мӗшӗ) уявлама сӗннӗ. Ҫак шухӑша пурте пӗр саслӑн ырланӑ. Анчах хальлӗхе ку планра кӑна-ха.
Раҫҫейӗн 20 ытла регионӗнче «Ашшӗн кунне» патшалӑх уявӗ туса хурас тӗлӗшпе алӑ пуснисене пухӗҫ. Акци Екатеринбургра старт илнӗ ӗнтӗ. Вӑтам Уралта пурӑнакансем хӑйсен автографӗсене ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен хӑварма пултарӗҫ. Унтан кӗнекене Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулине ярӗҫ. Авӑн уйӑхӗнче ӑна Раҫҫей Президенчӗ патне илсе ҫитерме палӑртнӑ.
Акци йӗркелӳҫисен шухӑшӗпе, «Ашшӗн кунӗ» ашшӗсен сумне ӳстерӗ. Ҫак уява 50 ытла ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ. Раҫҫейри 20 ытла регионта та ӑна уявлаҫҫӗ. Пӗлтӗр ӑна Патшалӑх Думин депутачӗ Александр Сидякин патшалӑх шайӗнче паллӑ тума сӗннӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |