__Чӑваш кӗнеке издательстви__ Чӗмпӗр облаҫӗн Вӗренӳ министерстви, Чӗмпӗрти вӗренӳ тытӑмӗнчи ӗҫченсен квалификацие пысӑклатакан институт, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономийӗ чӗннипе регионсем хушшинче иртнӗ «Иван Яковлевӑн педагогика еткерӗ хальхи вӗренӳпе культура аспектӗнче» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине хутшӑннӑ.
Мероприятие __Чӑваш чӗлхи кунне__ тата чӑваш халӑхӗн Ҫуттакӑларуҫи ҫуралнӑранпа 166 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл акан 25-мӗшӗнче Чӗмпӗрте иртнӗ.
Конференцие килнӗ регион тата муниципалитет органӗсен вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем, ертӳҫӗсемпе педагогсем, таврапӗлӳҫӗсем, музей тата культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем валли Чӑваш кӗнеке издательстви курав йӗркеленӗ. Конференцие ҫитнисем чӑваш чӗлхипе тата литературипе, чӑваш халӑх культурипе хатӗрленӗ вӗренӳпе медодика литературипе кӑсӑкланнине палӑртмалла.
Экспозицире, паллах, Чӑваш кӗнеке издательстви __Иван Яковлевӑн__ пилӗк чӗлхепе кӑларнӑ «Чӑваш халӑхне панӑ Халал» пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех «Повествование о чувашах» (Е.В.Енькка), «Асанне юмахӗсем», «Чӑваш кухни» (З.Л.Антипова, В.Н.Алексеев), «Узоры, цвет, символика» (Г.Н.Иванов-Орков), «Чӑваш тӗрри» (Е.Н.Жачева) кӗнекесене те хапӑлласах йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |