Ака уйӑхӗн 26-мешӗнче __Патӑрьел районӗнчи__ __Аслӑ Арапуҫри__ культура ҫуртӗнче «Ҫурхи пике — 2014» конкурс иртнӗ. Пултаруллӑ та маттур хӗрсем ҫак ята ҫӗнсе илессишӗн тӗрлӗ конкурса парӑнтарнӑ.
Чи малтанах сакӑр пике сцена ҫине тухса хӑйсемпе паллаштарнӑ. «Пирӗн пултарулӑх» конкурсра юрӑ-таша енӗпе тупӑшнӑ. «Хитре кӗпе» конкурсра пикесем илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ. «Пулас профессире» хӗрсем ӗмӗчӗсемпе паллаштарнӑ, пуласлӑхӗ пирки калаҫнӑ. «Ҫурхи тум» конкурсра ӑсталӑх шайне тӗрӗсленӗ, хӗрсем хӑйсен илемлӗхӗпе тӗлӗнтернӗ.
Куракансем пикесене хавхалантарас тӗллевпе кашни конкурс хыҫҫӑн тӑваллӑн алӑ ҫупнӑ.
«Ҫурхи пике — 2014» ята __Пӳртлӗ Шӑхаль__ ялӗнчи Юлия Сидорова ҫӗнсе илнӗ. __Пӑлаҫи Атӑкри__ Анна Федорова «Вице ҫурхи пике» пулнӑ. __Анат Чакӑ__ ялӗн хӗрӗ Алена Елисеева «Ҫепӗҫ пике» коминацире ҫӗнтернӗ. __Тури Пӳртлӗ-Шӑхальри__ Светлана Албутова «Кӑмӑллӑ пике» ята тивӗҫнӗ. __Арапуҫ__ хӗрӗ Анастасия Давыдова «Хӳхӗм пике», Пӑлаҫи Атӑк хӗрӗ Елена Павлова «Сӑпайлӑ пике», __Йӳҫ Шӑхаль__ хӗрӗ Виктория Еремеева «Чӑнкӑ пике», Аслӑ Арапуҫри Кристина Горшкова «Хаваслӑ пике» пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |