Раҫҫейри пысӑк халӑх тетелне, «Контактра» ятлине, йӗркелесе янӑ Павел Дуров Раҫҫейрен тухса кайса Кариб тинӗсӗ хӗрринчи Сент-Китс тата Невис патшалӑхӑн гражданинӗ пулса тӑнӑ.
Кариб ҫӗршывӗн саккунӗпе килӗшӳллӗн унта гражданлӑх илме йывӑрах мар. Чи кирли — укҫа пултӑр. 250 пин доллар. Ун чухлӗ «кӗмӗл» хывсан кирек кама та хӑйсен евӗр йышӑнӗҫ.
Павел Дуров ҫав ҫӗршывӑн гражданинӗ хӑҫан пулса тӑни пирки тӗрлӗрен калаҫакан пур иккен. «Контактра» акционерсене ҫывӑх ҫынсенчен пӗри «Известия» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Дуров нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тупрана Сент-Китс тата Невис ҫӗршывӗн Сахӑр фондне куҫарнӑ. Теприсем вара, хӑйсене Дурова лайӑх паллакансем тесе калакансем, гражданствӑна каччӑ ҫулталӑк каяллах илнӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ-мӗн. Павел Дуров Арабри Пӗрлештернӗ Эмирата кайнӑ тесе калаҫакансем те пур имӗш.
Асӑннӑ ҫӗршыв ҫынни пулса тӑма Павелӑн тӑванӗ Николай та, «Контактра»-рf вӑл техника директорӗнче тӑрӑшнӑ, ӗмӗтленет имӗш.
Раҫҫейрен тухса каяс умӗн Павел Дуров Раҫҫеt таврӑнас кӑмӑл ҫуккине палӑртнӑ иккен, пирӗн патра интернет-услампа ӗҫлеме май ҫук тенӗ-мӗн.
«Контактра» пуҫлӑхӗн ӗҫне пӑрахма вӑл пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче заявлени ҫырнӑ, анчах кайран ӑна каялла илнӗ теҫҫӗ. Анчах директорсен канашӗ каччӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ — ӑна пуҫлӑхран хӑтарнӑ. «Контактра» халӑх тетелӗн 48 процент акцийӗн хуҫи, Илья Щерюбовичӑн UCP фончӗ, Дурова отставкӑна янине тӗрӗс мар тесе хакланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |