Паян Чӑваш Енре — патшалӑх символӗсен наци уявӗ. Кӑҫал ӑна 10-мӗш хут паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫак ува халалласа район-хулара куравсем, викторинӑсем, уҫӑ уроксем, информаци сехечӗсем, тӗрлӗ конкурссем йӗркеленӗ.
Республикӑра патшалӑх символӗсен уявне 2004 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна, ака уйӑхӗн 29-мӗшне, ахальтен суйламан. 1992 ҫулта ҫак кун ЧР Аслӑ Канашӗ Патшалӑх гимнӗ, ялавӗ, гербӗ пирки помтановлени йышӑннӑ. Ялавпа герб авторӗ — __Элли Юрьев__. Гимн («Тӑван ҫӗршыв») сӑмахӗсене __Илле Тукташ__ ҫырнӑ, кӗввине __Герман Лебедев__ хатӗрленӗ.
Паян наци уявне паллӑ тунисӗр пуҫне ЧР Патшалӑх Канашӗ 20 ҫул тултарнине халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Унта Патшалӑх Канашӗ пулса кайнине, унӑн аталанӑвне сӳтсе явнӑ. 1994 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗрремӗш сесси иртнӗ. 20 ҫулта Патшалӑх Канашӗ республикӑра 1130 ытла саккун йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |