Паян сцена ҫине такам та тухать. Хӑшӗсем сӑввине те хӑйсемех ҫыраҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, юррине те шӑрантараҫҫӗ. Калӑн — тӗлӗнсе каймалла пултарулӑх! Анчах ҫав «шедеврсенчен» хӑшӗсене итлеме тӑрсан хырӑм тытса ахӑлтататасси кӑна юлать. «Эп сана юрататӑп, эс мана юратмастӑн» йышши сӑмахсемлӗ, ансат кӗвӗллӗ юрӑсене радио-телекуравпа та янӑратаҫҫӗ-ха. Анчах, телее, чуна тивекен тарӑн шухӑшлӑ, ҫепӗҫ кӗвӗллӗ юрӑсем те пур-ха. Вӗсенчен хӑшӗсем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ пулин те хӑш чух ҫавсен авторӗсем кам иккенне те пӗлместпӗр.
Акӑ, аса илер-ха Виталий Гордеев хӑй вӑхӑтӗнче шӑрантарнӑ «Ӗмӗр пулӑпӑр пӗрле» юрра. Е тата Иван Христофоров репертуарӗнчи «Икӗ ҫӑлтӑра». Ҫак тата ытти юрӑн авторӗ — __Шупашкар районӗнчи__ __Иккассинчи__ шкулта 30 ҫула яхӑн музыка учителӗнче ӗҫленӗ Анатолий Печников. Анатолий Александрович патӗнче вӗреннӗ ачасем те, тен, хӑйсене епле пултаруллӑ ҫын вӗрентнине пурте пӗлмен-тӗр.
Хӑй вӑл __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи __Туктамӑш__ ялӗнче шӑп та лӑп 60 ҫул каялла ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ пединститутӑн (ун чух ҫав аслӑ шкула хальхи пек университет темен) музыкӑпа педагогика факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Унтан шӑпа ӑна Иккассинчи шкула илсе ҫитерет. Ачасене музыкӑна вӗрентнипе пӗрлех Анатолий Печников ялти Культура ҫуртӗнче «Ҫӑлкуҫ» вокал ансамбльне виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗнтӗ ертсе пырать. Хуткупӑспа тата баянпа калакансен кружокӗсене те ертсе пынӑ вӑл.
Ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра вара Анатолий Печников юрӑсем кӗвӗленӗ. Ҫук-ха, халӗ те кӗвӗлет. Унӑн хайлавӗсене республикӑри паллӑ сцена ӑстисем шӑрантарнине эсир ӑнлантӑр ӗнтӗ.
Ҫак кунсенче республикӑн наци вулавӑшӗнче Анатолий Печниковӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Автор концертӗнче маларах асӑннӑ «Ҫӑлкуҫ» халӑх вокал ансамблӗ, Иван Христофоров, Тамара Гурьева, Зоя Лисицына, Рена Грачева, Маргарита Туринке, Лариса Васильева, Владимир Егоров, Ольга Родионова, Светлана Рожкова юрӑҫсем Анатолий Александрович ҫырнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ.
Паллӑ кун ячӗпе юбиляра тӗрлӗ шайри тӳре-шара, пултарулӑх ҫыннисем саламланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |