Тавар сутакансем хӑйсен таварне ярӑнтарас тесе паллӑ маркӑсем хыҫне пӗркенме хӑтланнӑ тӗслӗхсем пулакалаҫҫӗ-ха. Пӗринче, астӑвасса, пылак пӑр (мороженӑй) тӑвакансем __Шупашкарта__ кӑларнӑҫи пулнӑччӗ. Халӗ, ав, машинӑпа ҫыхса пир-авӑр кӑларакансем чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗн хыҫне пытарӑнма шут тытнӑ. Ҫакна вӗсем хӑйсен продукцине халӑхра анлӑрах сарас тӗллевпе тунӑ ӗнтӗ.
«Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗ» тулли мар яваплӑ обществӑна чылайӑшӗ аван пӗлет. Шупашкарти предприяти, хӑй ятне тахҫанах ҫӗнсе илнӗ. Ҫавна унӑн конкуренчӗсенчен пӗри «Трикотаж йӑли-йӗркин суту-илӳ ҫурчӗ» общество хӑйӗн лавккисене маларах асӑннӑ лавкка евӗртерех илемлетсе хунӑ. Тавар паллине те малтан каланӑ хапрӑкӗнни евӗр усӑ курнӑ.
Ҫакна асӑрханӑ хыҫҫӑн чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗ монополипе кӗрешекенсем патне пулӑшу ыйтса ҫитнӗ. Енсен ӑнланманлӑхне асӑннӑ служба пӑхса тухма тытӑнсан хайхи конкурент чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗпе пӗр чӗлхе тупнӑ, тек унӑн ячӗпе пытарӑнса хӑйӗн таварне сӗнме пӑрахнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |