Ака уйӑхӗн вӗҫӗсенчи пӗр кун, иртнӗ эрнекун, __Муркашра__ район администрацийӗн пуҫлӑхне Р.Н. Тимофеева оставкӑна яма ыйтса митинг ирттернӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, либерал-демократ партийӗн пайташӗ Андрей Кулагин хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет.
Мероприятие «Сӗтев» хаҫат редакторӗ Эдурад Мочалов йӗркеленӗ тесе ҫырнӑ. Мероприятие йӗркеленин сӑлтавне район администрацийӗн ертӳҫине шанма пӑрахнипе сӑлтавланӑ.
Митинга миҫен пухӑннине тӗрлӗрен шутласа кӑларакан тупӑннӑ иккен. Кулагин депутат сайтӗнче 100 ҫынтан пуҫласа 200 ҫын таран тесе шутлакансем пулнине палӑртнӑ. «Чӑваш Енри пысӑк мар районшӑн пӗлтерӗшлӗ» йыш тесе пӗтӗмлетнӗ сайтри хыпарта.
Митинга Андрей Кулагин депутат та хутшӑннӑ. Унӑн пулӑшаканӗсем те, 15-е яхӑн, ҫын Муркаша пырса ҫитнӗ.
«2012 ҫулта эпир район администрацийӗн унчченнхи пуҫлӑхне Иванова отставкӑна яма пултартӑмӑр. Кайран ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарчӗҫ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗ унчченхин начар опытне шута хуман, ахаль ҫынсене илтесшӗн мар», — тенӗ-мӗн депутат.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |