Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ЧР пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗн министрӗн пуканне Анатолий Кузьмин йышӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кун пирки алӑ пуснӑ.
Анатолий Кузьмин ведомсто ертӳҫин лариччен кунашкал тивӗҫе нихӑҫан пурнӑҫламан. Унӑн биографине тишкерес тӗк — вӑл 1991–1994 ҫулсенче __Вӑрнар районӗнчи__ халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр заведующийӗ пулнӑ. 1994–1997 ҫулсенче Анатолий Кузьмин ҫак центртах директорта вӑй хунӑ. 1997–2011 ҫулсенче Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа хальччен ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳлӗх секретариачӗн ертӳҫи пулнӑ.
Анатолий Кузьмин 1956 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал вӑл 58 ҫул тултарӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |