Юрий Энтинӑн пултарулӑх центрӗ, РФ Вӗренӳ министерстви, РФ Культура министерстви, Грецин Тӗп Македонин переферийӗн администрацийӗ пулӑшнипе ҫу уйӑхӗн 4–11-мӗшӗнче «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртӗ.
Фестивале Раҫҫейри, Грецири тата 20 ытла ҫӗршыври ачасем хутшӑнӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртекен мероприятие __Йӗпреҫри__ ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен, __Кӗлӗмкасси__ шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Новикова хутшӑнӗ. Ертӳҫи — Наталья Рекунова.
Таня концерт программине (тӗнчери халӑхсен юррисемпе ташшисен концерчӗ), Раҫҫейри тата Европӑри культура тата ӳнер ӗҫченӗсемпе иртекен тӗлпулусене, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗ. Фестивале ҫитнисене Греци историпе, культурипе паллаштарӗҫ, вӗсемпе пултарулӑх вӑййисем, конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем (вӗсем спорт лапамӗсенче, тинӗс хӗрринче иртӗҫ) ирттерӗҫ.
Ҫавӑн пекех Татьяна Новикова Грецире экскурсире пулӗ, Македоние, Солоникӑна, Халкидикӑна ҫитсе курӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |